Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗчӗк Катраҫ

Пӗчӗк Катраҫ (выр. Малые Катраси) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗнӗ ҫухалнӑ ял. Атайкасси ял тӑрӑхӗн йышне кӗнӗ. 1963 ҫулта Явӑш ялӗн йышне кӗртнӗ.

Географи

Шупашкар юханшывӗн пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ.

Истори

1606 ҫулта никӗсленнӗ. 1887 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. Вӗрентекенсем Охотин тата Яркое пулнӑ. 1907 ҫулта хӗрарӑмсен шкулне уҫнӑ, унта Сютрукова Перасковья Александровна вӗрентекен пулса ӗҫленӗ.

1922 ҫулта «Труд» кооператив йӗркеленнӗ, ӑна Алексей Андриянов ертсе пынӑ. 1930 ҫулта Явӑш ялӗпе пӗрле «Красный Яуш» колхоз йӗркеленнӗ. 1941 ҫултанпа шкул ҫичӗ ҫул вӗрентекен пулса тӑнӑ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе 1917 ҫулта Чикме уесӗнчи Мӑнал вулӑсне, 1920 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен — Шупашкар уесӗнчи Мӑнал тата Шупашкар вулӑсӗсене кӗнӗ, 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен тата 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа — Шупашкар районӗн йышӗнче, 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗччен — Ишлей районӗн йышӗнче пулнӑ.

Ял канашӗ: 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Явӑш ял канашӗ, 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Атайкасси ял канашӗ.

1963 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Явӑш ялӗн йышне кӗртнипе статистика даннӑйӗсене уйӑрма пӑрахнӑ. 1958—1963 ҫулсенче икӗ уйрӑм ял пек шутланнӑ: Пӗрремӗш Пӗчӗк Катраҫ тата Иккӗмӗш Пӗчӗк Катраҫ.

Халӑх йышӗ

1927 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх: 64 кил, 113 арҫын, 115 хӗрарӑм.

Инфраструктура

Чиркӳ прихучӗн шкулӗ, 1907 ҫултанпа — хӗрарӑмсен шкулӗ, 1941 ҫултанпа ҫичӗ ҫуллӑх шкул ӗҫленӗ. «Труд» кооператив ӗҫленӗ.

Экономика

1930 ҫултанпа — «Красный Яуш» колхоз йышӗнче. Кунта пурӑнакансен тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Пӗчӗк Катраҫ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-03 23:09:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем